Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӗвӗлти чӗкеҫ

Чӑваш чӗлхи

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗн конференци залӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫе — 10 ҫул. Чӑваш чӗлхин Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑ конкурсӗ» кӗнекен хӑтлавӗ пулӗ. Ӑна «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурс 10 тултарнӑ ятпа кӑларнӑ. Унта ҫак ҫулсенче иртнӗ вӑйӑсенчи мӗн пур задание кӗртнӗ.

Кӗнекене чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Пӗр сӑмахпа, вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ.

«Чӗвӗлти чӗкеҫ» пӗрремӗш хут 2004 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурс вӑйӑсем евӗрех.

Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара ҫак шухӑша сирет, чӗлхепе кӑсӑкланма хистет. Вӑйӑ конкурса шкулсенче ирттереҫҫӗ. Унти ӗҫсене шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем те, япӑх вӗренекенсем те пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.

2004 ҫулта «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан ачисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 019 ҫын. 10 ҫула пӗтӗмлетсе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс — 10 ҫул. Опыт. Ыйтусем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.

 

РАШ
01

«Чӗвӗлти чӗкеҫ» — 10 ҫулта!
 Евгений Майков | 01.12.2013 23:13 |

Вӗренӳ

Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!

Инҫе ҫӗрте ӑна илтеттӗм:

Кӗсле янратнӑ хӗлӗх-и,

Чӗкеҫ чӗвӗлтетет-и? – теттӗм.

Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!

П.Хусанкай

2013 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнче «Волжанка» санаторинче Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ конкурс 10 ҫулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлӑх.» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртрӗ. Конференцие ирттерекенӗ — «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗ (ЧРО МОО «ЖНО»).

Икӗ куна тӑсӑлнӑ ӗҫлӗ канашлура Чӑваш ен, Тутарстан, Пушкӑртстан тата Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсем опытпа паллашрӗҫ, вӑйӑ конкурса йӗркелекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И.Мерлина профессор ҫапла каларӗ: «Эпир Чӑваш Республикинче тӗрлӗ вӑйӑсем ирттеретпӗр: естествознанипе «Гелиантус», математикӑпа «Кенгуру», вырӑс чӗлхипе «Русский медвежонок», акӑлчан чӗлхипе «Британский бульдог», информатикӑпа «Кит» тата ытти те.

Малалла...

 

Салапайкасси шкулӗ
Салапайкасси шкулӗ

«Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать» — тенӗ М.Я. Сироткин.

Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче вӗренекенсем Раҫҫей шайӗнче ирттерекен черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ — 2012» ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытрӗҫ. Унта пурӗ 2-8 классенчи 42 ача тупӑшрӗ. Вӗсем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи, тӑван чӗлхепе тӑван халӑх культурине чи тарӑн пӗлекенни ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесе вӗсен 1 сехет те 15 минут хушшинче 30 ыйту ҫине хурав памалла пулчӗ. Ку ӗҫ пултаруллӑ та тимлӗ пулма хистерӗ вӗсене. Мӗн чухлӗ кивелнӗ, халиччен илтмен сӑмахсемпе паллашрӗҫ унта ачасем! Хӑшӗсене пӗлеймерӗҫ те пулас, ӑмӑрту хыҫҫӑн тӳрех шкул вулавӑшне ҫул тытрӗҫ. Лайӑхрахах пӗлесшӗн иккен тӑван чӗлхене салапайсем!

Шансах тӑратпӑр, тӑрӑшуллисем ҫӗнтереҫҫех!

 

Паян, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, шкулсенче «Чӗвӗлти чӗкеҫ – чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-ӑмӑрту иртет. Ку вӑййа 2-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ, 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вӗренекенсем уйрӑмшарӑн тупӑшаҫҫӗ. Вӗренекенсене чӑваш чӗлхипе пурӗ 30 тӗрлӗ ыйтупа ӗҫ сӗннӗ. Хуравӗсене ҫырмалла мар: сӗннӗ 5 хуравран тӗрӗссине (1 тӗрӗс хурава) суйласа илсе ятарлӑ бланк ҫинче хура гель ручкӑпа паллӑ тумалла. Ӗҫе пурнӑҫлама 1 сехет те 15 минут уйӑрнӑ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем кашни класпа уйрӑммӑн пулаҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче, бланксене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, кашни вӑййа хутшӑнакан вӗренекен тивӗҫлӗ сертификат илет, пултаруллисем дипломсемпе парнесемлӗ пулӗҫ.

 

"Чӗвелти чӗкеҫ - 2012" вӑйӑ конкурс логотипӗ
"Чӗвелти чӗкеҫ - 2012" вӑйӑ конкурс логотипӗ

«Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш уйрӑмӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркелерӗ.

Чӗлхе пӗлӗвӗ чылай шкул ачишӗн кичем те тунсӑх йӗрке пек туйӑнать. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ — вӗренекенсен чылай йышне чӑваш чӗлхипе интереслентересси, «кичем те йывӑр» ӑслӑлӑх умӗнхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗрентесси, ачасене чӗлхе ӑслӑлӑхӗн илемне, чӗлхе техӗмне туйса илме хӑнӑхтарасси. Вӑйӑ-конкурс шкулсенче иртет, вӗренекене нимӗнле йывӑрлӑх та кӳмест, ыйтусемпе ӗҫсем пӗтӗмӗшле кӑсӑклӑ, вӗсене «ӑслӑ» ачасем ҫеҫ мар, чылай шкул ачи шӗкӗлчеме пултарать.

Сирӗн вӗренекенӗрсене эпир «Чӗвӗлти чӗкеҫ—2011» вӑйӑ-ӑмӑртӑва хутшӑнма йыхравлатпӑр. Вӑл 2011 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, иртет. Ку вӑййа 2-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ (2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вӗренекенсем уйрӑмшарӑн тупӑшаҫҫӗ).

Шкулсенче вӑйӑ-конкурс ирттерес тӗллевпе шкул директорӗсен комисси туни ҫинчен ятарлӑ хушу кӑлармалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvsite.ucoz.ru/
 

Паян, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче, республикӑра черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ӑмӑрту-вӑйӑ иртрӗ. Кӑҫал ачасем хӑйсен ӑс ҫивӗчлӗхне 7-мӗш хут кӑтартӗҫ ӗнтӗ.

Конкурса йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин вӗрентӳ Министерстви, «Хӗрарӑмсем наукӑра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ.

Конкурсӑн тӗллевӗ: ачасене чӑваш чӗлхине юратса вӗренме хӑнӑхтарасси, вӗсен пуплев культурипе пултарулӑх енне туртӑнассине ӳстересси.

Шкул ачасен пурӗ 30 задани пурнӑҫлама тивӗ — вӗсенче кашни чӑваш чӗлхипе тата лингвистикӑпа пухнӑ пӗлӗве кӑтартмалла пулӗ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ питӗ ҫӑмӑл, вӗсен хуравне пур шкул ачи те пӗлме тивӗҫ. Пур ыйтӑвӑн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут параҫҫӗ.

Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвне классем тӑрӑх пӑхса тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене йӑлана кӗнӗ йӗркепе Чӑваш чӗлхи кунӗнче чыслӗҫ.

Пӗлме. 2009 ҫулта вӑйӑна пӗтӗмпе 21 964 шкул ачи хутшӑннӑ: Чӑваш Республикинчен — 20 776, Тутарстанран — 593, Пушкӑртран — 562 вӗренекен, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен — 16 вӗренекен, Самара тӑрӑхӗнчен — 15 вӗренекен хӑй пултарулӑхне кӑтартса панӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем